Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пирӗн тупа (Волгин В.)

Аса килет мана Морозов —
Мухтавлӑ паттӑр пионер.
Вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ, —
Ун пек пулмашкӑн вӗренер.

Аса килет мана Чекалин —
Хастарлӑ ҫамрӑк партизан.
Вилӗм таканӗ умӗнче те
Фашистсене вӑл парӑнман.

Эпир вӗсен ятне манмастпӑр,
Тивлетлӗ халӑх ӗҫӗнче
Сӑнӗсене умра тытатпӑр,
ӗҫӗ вӗсен — чӗресенче.

1949

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 09:06:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2529 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем